Ӗнер, юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Шупашкарти «Полигон» культура центрӗнче «О чем молчат куклы деда Тероша?» документлӑ фильм кӑтартнӑ.
1919-2020 ҫулсенче пурӑннӑ Терентий Дверенин шӑпи урлӑ тӑван ҫӗршывӑн пӗр ӗмӗрне сӑнлама, ӑнланма пулать тесен те пысӑк йӑнӑш мар. Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑннӑ ҫын ватлӑхра пуканесем ӑсталама тытӑннӑ. Ахаль пуканесем мар. Чӑваш чунӗллӗскерсене. Чӑвашла тумланнӑскерсене. Калас тенине чӑвашла калама ӑнтӑлаканскерсене.
Аса илтерер: ӗҫе Марина Карягина режиссер тата сценарист Сергей Мышев, Владимир Сергеев, Виктор Степанов, Екатерина Янгалакова операторсемпе, Карина Петрова монтаж режиссерӗпе, Владимир Неверов тата Сергей Блинов сасӑ режиссерӗсемпе пӗрле хатӗрленӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кукашни ялӗнче пурӑнакан Елена Анатольевна тата Борис Гурьевич Марковсем пӗр-пӗринпе тӑватӑ теҫетке ҫула яхӑн килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ. Тата тӗрӗсрех каласан, вӗсем пӗрлешнӗренпе – 37 ҫул.
Борис Гурьевич – хӗҫпӑшаллӑ вӑйсен саппасри подполковникӗ, Раҫҫейри пенсионерсен союзӗн пайташӗ, вырӑнти ял тӑрӑхӗнче тӗрлӗ ӗҫе хастар хутшӑннипе палӑрса тӑрать. Вӑл ҫамрӑксене патриот воспитанийӗ парас енӗпе чылай ӗҫлет-мӗн.
Елена Анатольевна – педагогика ӗҫӗн ветеранӗ, биологи учителӗ. Ҫар ҫынни пулнӑ мӑшӑрӗпе унӑн пӗр гарнизонтан тепӗрне, пӗр шкултан тепӗрне куҫса ҫӳреме тивнӗ. Мӑшӑр виҫӗ ывӑл ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ вӗсем мӑнукне ӳстерме пулӑшаҫҫӗ.
Машӑра «За любовь и верность» (чӑв. Юратупа шанчӑклӑхшӑн) медальпе чысланӑ.
Ҫунана ҫулла, урапана хӗлле хатӗрлемелле. Паян ҫакӑн пирки «Газпром межрегионгаз Чебоксары» организаци ертӳҫи Кияметдин Мифтахутдинов аса илтернӗ. Вӑл журналистсене пресс-конференцие пхнӑ. Унта газ укҫипе парӑмлисем пирки сӑмах хускатнӑ.
Ӑшӑпа тивӗҫтерекен организацисен компани умӗнче парӑмлӑ тесе пӗлтерет пресс-конференцие хутшӑннӑ Валентина Багадерова журналист. Элӗк, Вӑрнар, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Етӗрне районӗсен тата Улатӑр, Канаш, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисенче парӑм виҫи уйрӑмах пысӑк иккен.
Сӗнтӗрвӑрри районӗн администрацине ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑнӗ. Ку должноҫе Владимир Мустаев йышӑннӑ. Конкурса Сӗнтӗрвӑрри районӗн депутачӗсен пухӑвӗнче пӗтӗмлетнӗ.
Палӑртмалла: кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче Анатолий Мясников район администрацине ертсе пыма пӑрахнӑ. Вӑл ку должноҫе 4 ҫул йышӑннӑ.
Депутатсем пухура Владимир Мустаева ҫиччӗмӗш созыври район пухӑвӗн полномочийӗсем вӗҫлениччен контрактпа ӗҫлеттерме йышӑннӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче хӗвел ҫаврӑнӑш вӑррин хуппин купине тупнӑ. Ку Нерятӑв ялӗ ҫывӑхӗнче.
Ку купа ӑҫтан тупӑннӑ? Вырӑнти халӑх акӑ мӗнле шухӑшлать: Сӗнтӗрвӑрринчи спирт савучӗ пулнӑ ҫурт ҫумӗнче тип ҫу туса кӑлараҫҫӗ.
Нерятӑв ялӗ ҫывӑхӗнчи ҫак купана «Ҫыхӑнура» форума пӑхса тӑракан пӗр ҫын асӑрханӑ. Вӑлах сӑн ӳкерсе форума ярса панӑ.
Ҫынсем ҫакна тӗрлӗрен хакланӑ. Пӗрисем кунта ним япӑххине те курмаҫҫӗ: вӑл ҫӗрет, тӑпрашӑн лайӑх им-ҫам шутланать. Теприсем вара сивленӗ: хать мӗнле пулсан та ун пек хӑтланма юрамасть.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Чермӗш ялӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта такамсем 6 ӑвӑс каснӑ. Халӗ ҫав ҫынсене шыраҫҫӗ.
Чӗрӗ йывӑҫсене каснине кӑмпа шыракансем асӑрханӑ. Вӗсем «Вӑрман хуҫалӑхӗ» хысна предприятин диспетчер службине евитленӗ. Унти инспекторсем вырӑна ҫитсе тӗрӗсленӗ. Паллӑ мар ҫынсем Сӗнтӗрвӑрри участокӗнчи вӑрман хуҫалӑхӗн 121-мӗш кварталӗнчи 6 ӑвӑса, пурӗ 0,54 кубла метр, каснӑ. Саккуна пӑсакансене административлӑ майпа ҫеҫ мар, тӑкак виҫи 5 пин тенкӗрен иртсен уголовлӑ ӗҫ пуҫарса та явап тыттарма юрать.
Чӑваш Енри тата тепӗр яла газ ҫитернӗ. Хальхинче ҫак ырлӑхпа Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Пущӑн Сали ялӗсем киленӗҫ.
Хӗрлӗ хӑйӑва касма республикӑн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Александр Героев тата ыттисем пырса ҫитнӗ. «Хальхи вӑхӑтра пирӗн регионта газификаци кӑтартӑвӗ 93,6 процентпа танлашать», — тенӗ министр.
Ял газ ҫитерме 3 километр тӑршшӗ пӑрӑх хунӑ. Халӗ 52 хуҫалӑхра ҫут ҫанталӑк ырлӑхӗпе усӑ курма пуҫлӗҫ.
Маларах Куславккара, Канаш районӗнчи Шӑхасанта, Йӗпреҫ районӗнчи Шӑрттанта, Пӑрачкав районӗнчи Кудеиха ялӗнче ӗҫсене вӗҫленӗ. Газпа тивӗҫтерекенсем 20 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрнӑ.
Чӑваш мӑчаварӗсенчен пӗри — Никифор Наумов — ӗнер, авӑнӑн 7-мӗшӗнче, ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Наумов Никифор Егорович 1936 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫатракасси ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш халӑхӗ ӑна ытларах енӗпе чӑваш йӑли-йӗркисене управҫи пек пӗлет. Вӑлах «Халӑх ҫӳпҫинчен» кӗнеке авторӗ.
1959 ҫулта вӑл Йошкар-Олари вӑрман техникин институтӗнче пӗлӳ илнӗ. Инженер-строитель пулса ӗҫленӗ, Сӑра вӗретнин историйӗн музейӗнче ӑслӑлӑх ӗҫченӗнче тӑрӑшнӑ. Пурӗ вӑл 5 кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ.
Никифор Наумовпа ыран, авӑнӑн 9-мӗшӗнче 10 сехетре сывпуллашӗҫ. Сывпуллашу Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 9-мӗш ҫуртра иртӗ (Республика пульницинчи ритуал служби пулас).
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Вӑрнар районӗнчи Туҫи Мӑрат ялӗнче пушар алхаснӑ. Юрать-ха, кӳршӗри ҫуртсене ҫулӑмран сыхласа хӑварма май килнӗ. Пушара 5 автоцистернӑпа сӳнтернӗ.
Ҫулӑм ача-пӑча шӑрпӑкпа вылянӑран тухнӑ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ, 44 ҫултискер, самаях суранланнӑ. Унӑн ӳчӗн 20 проценчӗ пиҫсе кайнӑ.
Аса илтерер: ӗнер кӑна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Лапри Чӑрӑшкасси ялӗнче ҫӗнӗ ҫурт ҫунса кайни пирки пӗлтернӗччӗ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Лапри Чӑрӑшкасси ялӗнче ҫурт тӗппипех ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм хуралтӑсене те кӗле ҫавӑрнӑ.
Пушар ӗнер каҫхи 8 сехетре тухнӑ. Ялти ҫынсем ҫулӑма хӑйсем тӗллӗн сӳнтерме тӑрӑшнӑ. Анчах ҫулӑм хӑвӑрт вӑй илсе сарӑлнӑ. Вырӑна пушарнӑйсем килнӗ. Анчах пӳрте тата хуралтӑ таврашӗсене сыхласа хӑварайман.
Ҫурт ҫӗнӗскер пулнӑ. Юрать-ха, пушарта никам та шар курман. Халӗ пушар мӗн сӑлтава пула тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Синичкин Виссарион Вениаминович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Николай Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |